Мини-футбол турнирӗ СВО паттӑрӗсене асӑнса-Вӑтаел ялӗнче

Мини-футбол турнирӗ СВО паттӑрӗсене асӑнса-Вӑтаел ялӗнче

Июлӗн 11 -че, Вӑтаел ялӗнче улттӑмӗш хут футбол турнирне ирттерчӗҫ. Футбол вылянисӗр пуҫне шашка-шахмат вӑййисене выляссипе те, кире пуканӗ йӑтса та, тӗл перессипе те ӑмӑртусем пулчӗҫ. Паянхи мероприятие ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ ентешсене халалланӑ. Вӑтаел ялӗнчен  8 салтак ятарла ҫар операцинче  паттӑрла пуҫ хунӑ. Вӗсене тӑванла масара илсе килсе пытарнӑ. Паян вӗсене асӑнма Туҫа тӑрӑхӗнчен те, Патӑрьел округӗнчен те, Шупашкарти военкоматран та представительсем килнӗ. Вӗсем Вӑтаел халӑхне хӑйсен вӑрҫӑра вилнӗ ентешӗсене сума сунӑшӑн тав турӗҫ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшакан ял ҫыннисене Хисеп хучӗсем парса чыс турӗҫ. Ял халӑхӗ пулӑшнипе ҫамрӑксем те ҫак уява тивӗҫлипе хатӗрленнӗ. Малашне те ҫак ырӑ йӑла малалла тӑсӑласса шаньарса хӑварчӗҫ



13 июля 2026
10:16
Поделиться