«Илемлĕ чăваш тумтирĕ тăхăнма пĕлсен кăна...» - Алманчӑ ял библиотекинче таврапӗлӳ сехечӗ иртрĕ
«Яркое лето» проекта хутшӑнса тата республика кунне халаласа Алманчӑ ял библиотекин ертӳҫи ачасемпе таврапӗлӳ сехечӗ ирттерчӗ. Унта чӑваш тумтирӗпе капӑрлӑхӗсем ҫинчен каласа-кăтартса паллаштарчĕ.
Ҫĕр çинче тĕрлĕрен халăх пурăнать. Пирĕн Чăваш ҫĕршывĕнче чăвашсем пурăннăран чăваш юрри-ташши, халап-юмахĕ уйрăмах чуна ҫывăх, илемлĕ те асамлă туйăнать. Ĕлĕкхи йăх несĕлĕсенчен упранса юлнă халăх тумĕсенче чăваш халăхĕн аваллăх ахрăмне туйса илетпĕр, нушаллă историне сăнатпăр. Çак çи-пуçра пирĕн халăх ăсĕ, пехилĕ, кăмăл-сипечĕ, ăраскалĕ, йăли–йĕрки сыхланса юлнă.