Астӑвӑм сехечӗ "Эсир яланах пирĕн асра" /Сител ялӗ/

Астӑвӑм сехечӗ "Эсир яланах пирĕн асра" /Сител ялӗ/

   Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун. Раççейри кашни çын çак хаяр тапхӑрта ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ  салтаксене чыс тӑвать. Вĕсен ячӗпе кашни палăк умĕнче митингсем ирттереççĕ.
    Сителте те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа лартнă палăк умĕнче пухăнчĕç. Вĕсем  ялăмăртан мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме тухса кайнă 153 салтакран каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, вăрçă хирĕнчех тăнăçлăхшăн çапăçса пуçĕсене хунă 80 ентешĕмĕрсене пуç тайса чыс турĕç.
    Çĕр-аннемĕр асаплăн чăтнă 1418 кунра фашистсене тĕп тăвас тесе паттăррăн çапăçнă салтаксен ячĕпе пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Шăплăх минучĕ» акцине хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен юнĕпе çĕнтерĕве çывхартнă, анчах та ăна кĕтсе илеймен, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă паттăрсене аса илсе, палăк умĕнче пуçĕсене тайса тăчĕç.



23 июня 2026
09:50
Поделиться