Кӑшарни уявӗ ҫитесси инҫе мар. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, 19-мӗш январьте Алманчӑсем (вӗсем анчах та мар) купельри шыва сӑвапласа, кӗрсе тасалӗҫ. Шыва кӗрекенсене хӑтлӑх кӳрес тӗллевпе теротдел, шкулпа культура ӗҫченӗсем пӗрле пухӑнса купель таврашӗнчи куллен ҫӑвакан юра тасатрӗҫ. Уявччен тасалтӑр тесе, пусӑпа купельри шыва юхтарса илчӗҫ. Ӗҫ хушшинче уяв тата унпа ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке ҫинчен калаҫу пулчӗ.