Тури Туҫари вӑтам шкула Патӑрьел округӗнчи юнармеецсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак мероприяти ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парас тӗллевпе Дмитрий Осипов выпускник пуҫарӑвӗпе, "Ҫӑлтӑр"ҫарпа патриотизм курсӗсем" клубӑн инструкторӗсем пулӑшнипе йӗркеленчӗ. Паттӑрлӑх урокне чӑн-чӑн паттӑрсемпе СВО участникӗсен амӑшӗсене йыхравларӗҫ. Сумлӑ хӑнасем хушшинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Раҫҫей паттӑрӗ Евгений Борисов, ЧР ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем - 3 паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ Александр Климкин гварди капитанӗпе Дмитрий Осипов гварди майорӗ, А.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн воспитателӗ Алексей Башмаков аслӑ лейтенант тата ыттисем пулчӗҫ.
"Ҫӑлтӑр" клубӑн инструкторӗсем библиотекӑра вулакансемпе калаҫу ирттерчӗҫ, хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсем тӑрӑшнипе ачасем ҫар хатӗрӗсене куҫпа курса алӑпа тытса пӑхма пултарчӗҫ.
Ҫакӑн йышши мероприятисем йӗркелени - ҫӗршывӑн пуласлӑхне инвестици хывни.
Ҫӗршыва юратма, кирлӗ пулсан ӑна хӳтӗлеме яланах хатӗр ҫынсем хатӗрлесси пӗрлехи тӗп тивӗҫ шутланать-ҫке.