Пукравра ҫыхасчĕ хитре тутăрне! (Сител вулавăш пункчĕ)
Паян чăвашсем, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пукрав кунне паллă тăваҫҫĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ӑна мĕн авалтан уявланă.
Пукрав кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа - Пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе ҫынсем сăйланаççĕ.
Сителти хастар та маттур хĕрарăмсен ушкăнĕ Пукрава паллă тума библиотекана пуҫтарăнчĕ. Вĕсене вулавăш ĕҫченĕ уявăн историйĕпе, унăн сăнавĕсемпе паллаштарчĕ. Ҫавăн пекех библиотекарь пухăннисене "Литературăллă Чăваш Ен - 2024" конкурса хутшăннă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Ытларахăшĕ А. Афанасьевăн "Юманлăх ҫулҫă тăкмарĕ", У. Эльменĕн "Интернетри юрату" кĕнекисем килĕшни пирки пĕлтерчĕҫ.
Пукрав ячĕпе хĕрарăмсем уяв ăшшине хупса тутлă кукăльсем пĕҫерсе килнĕ. Вĕсемпе пĕр-пĕрне сăйларĕҫ. Ҫав хушăрах уявпа ҫыхăннă пулăмсене каласа парса савăнтарчĕҫ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕҫ.
Пукравра урамра сивĕ пулсан та чунра яланах ăшă пултăр тесе хĕрарăмсен ушкăнĕ чунтанах савăнчĕ, уява аван ирттерсе яма тăрăшрĕ.