Алманчăри Культура çуртĕнче ваттисен кунне уявларĕç

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Ватă çынсен кунĕ, сумлă та пархатарлă уяв. Çак кун эпир хамăрăн аслă ăрăва хисепленине, сума сунине, вĕсене манманнине кăтартатпăр. Раççейре ку куна 1992 çултанпа уявлаççĕ.
Алманчăри Культура çуртне тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем пуçтарăнчĕç. Чи малтанах ватăсене уяв ячĕпе территори пай ертӳҫи Владимир Киргизов, Патӑрьел муниципалитечĕн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Александр Петров, шкул ертӳҫи Надежда Нртина, ял старости Борис Французов ăшшăн саламларĕç. Пурнăç çулĕпе малалла та хастаррăн утма çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Салам сăмахне малалла тăсма ятарлă çар операцине хутшăнакан яшсен амăшĕсем, ветерансем хутшăначĕç...
Уяв вăхăтĕнче ялти активистсене Тав хучĕсем парса чыслама та май пулчĕ.
Культура ҫурчĕ ҫумĕнчи пултарулăх кружокне ҫӳрекенсем пухăннисене хăйсен илемлĕ юррисемпе хавхалантарса савăк кăмăл парнелерĕç.
Кашнин пичĕ çинчи йăл кулă, пĕр-пĕрин хушшинчи хаваслă, уçă калаçу аслă ӳсĕмри çынсем çак куна чăтăмсăррăн кĕтнине сăмахсăрах çирĕплетсе пачĕç. Ара пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма шăпах кунта май пур-çке...
Уява хутшăнакансемпе йĕркелекенсем ялти пайтаҫăсене - «Капелька», «Белая ночь», «Возле дома», «Лесная сказка» лавкка тытакансене тата Александр Петров ХФ хуҫалӑх ертӳҫине хисеплесе уяв йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕç