Алманчӑри Культура ҫуртӗнче Ольга Ивановна Михееван, Тыл ӗҫченӗн, Ӗҫ ветеранӗн 97-мӗш ҫурӑлнӑ кунне халаланӑ уяв каҫӗ иртрӗ
_bdvnnlf3.jpg)
Алманчӑри Культура ҫуртӗнче Ольга Ивановна Михееван, Тыл ӗҫченӗн, Ӗҫ ветеранӗн 97-мӗш ҫурӑлнӑ кунне халаланӑ уяв каҫӗ иртрӗ.
Ялта пурӑнакансем хушшинче чи асли шутланакан Ольга Ивановна ячӗпе нумай ырӑ сӑмах пулчӗ, Территори пай ертӳҫи Владимир Киргизов саламласа асӑнмалӑх парне пачӗ. Уява пухӑннӑ халӑха ертсе пыракан Ольга Ивановнан ҫӑмӑл мар шӑпипе паллаштарчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫне хунӑ Сергей ывӑлне пурте шӑп тӑрса асӑнчӗҫ.
Уява малалла тӑсса "Илем" ушкӑнпа чӑваш эстрадин артисчӗ Светлана Иванова хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Икӗ сехете пынӑ концерт программинчи юрӑ- ташӑ куракансен кӑмӑлне килчӗ. Ҫакӑ залри халӑх тӑвӑллӑ алӑ ҫупнинчен те аван курӑнчӗ.