Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗн Лидия Ковалюкǎн ҫӗнӗ кӗнеки - Алманчǎри вулавǎшра

Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗн Лидия Ковалюкǎн ҫӗнӗ кӗнеки - Алманчǎри вулавǎшра

Алманчǎри вулавǎш Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗн Лидия Ковалюкǎн ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. Вулакансем сǎвǎсемпе кǎсǎклансах паллашаҫҫӗ. Кӗнекене автор «Миттапа калаҫни», «Куҫ хǎрать те, ал тǎвать» поэмǎсемпе пӗрле «Ятран хисеплесе ҫырнǎ сǎвǎсен» ярǎмне те кӗртнӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат-журналсенче кун ҫути курнǎ сǎввисенче автор вулакансене кǎсǎклантаракан ҫивӗч ыйтусене хǎйӗн вǎхǎтӗнче хǎюллǎн хускатнǎ, вӗсем халӗ те хǎйсен пӗлтерӗшне ҫухатман.
Ытарайми тǎван тǎрǎх, ҫуралса ӳснӗ Алманчǎ ялӗ пирки те ǎшǎ сǎмахсем калама тǎрǎшать вǎл. Юрату теми те уншǎн ҫывǎх, ҫавǎн пекех композиторсемпе пӗрле ҫырнǎ юрǎсем те кӗнекере паллǎ вырǎн йышǎнаҫҫӗ.



20 августа 2025
09:11
Поделиться