"Сывлӑх енне пӗр утӑм” проектпа килӗшӳллӗн Туҫа тӑрӑхӗнче пурӑнакансен больницӑна каймасӑрах медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма май пулчӗ.
Пӗр пысӑк чатӑр ӑшӗнче терапевт, эндокринолог, стоматолог, дерматовенеролог, кардиолог йышӑнчӗҫ. Кунтах юнри сахӑрпа холестерин шайне, куҫпа юн пусӑмне, тӑршшӗпе йывӑрӑш виҫине виҫрӗҫ, чӗрене ЭКГ турӗҫ. Юнашарах гинеколог патне кӗрсе тухма пултарчӗҫ хӗрарӑмсем. Унтах биохими анализӗ те илчӗҫ. Кирек мӗнле ҫын та хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарчӗ.
Пурӗ 170-ӗн тӗрӗслев витӗр тухма кӑмӑл турӗҫ.
“Сывлӑх енне пӗр утӑм” проект пулӑшнипе хамӑрӑн сывлӑха тӗрӗслеттерни - чир-чӗре вӑхӑтра тупса палӑртмалли, сывлӑх шайне пӗр тытӑмра тытмалли, пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстермелли чи лайӑх мелсенчен пӗри.
Библиотекарь, унта пуҫтарӑннӑ халӑхпа сывлаха упрамалли пирки, вӑхӑтлӑ диспенсартзаци тухмаллине, хамӑр тӗллӗн имҫам ӗҫнин сиенӗ пирки калаҫу ирттерчӗ.