Сителсем ялти тыл ӗҫченӗсем патне кайса Ҫӗнтерӳ саламне ҫитерчӗҫ

Сителсем ялти тыл ӗҫченӗсем патне кайса Ҫӗнтерӳ саламне ҫитерчӗҫ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа кӑҫал 80 ҫул ҫитет. Майӑн 9-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑнах сӑваплӑ тата хаклӑран та хаклӑ кун.
  Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе Сителти вулавӑш ӗҫченӗ Оксана Хомуткина, "Хӗрарӑмсен канашӗн" пайташӗ Марина Выросова тата 6 - мӗш классра вӗренекен Ульяна Лякова ялти тыл ӗҫченӗсем патне кайса Ҫӗнтерӳ саламне ҫитерчӗҫ. Вӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ирӗн-каҫӑн тӑрашса вӑй хунӑ кашни ватта сума суса Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн Олег Николавӑн уяв открыткине парнелерӗҫ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пӗтӗм тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленишӗн тав туса Георгий хӑйӑвне кӑкӑрӗсем ҫине ҫакса ячӗҫ. Вӗсене малашне те хальхи ӑру ҫыннисем  манманнине, вӗсемпе мӑнаҫланнине пӗлтерсе сывлӑхпа пурӑнма сунчӗҫ.



12 мая 2025
08:30
Поделиться