Алманчӑри Культура ҫурчĕн сцени çинче Çӗнтерӳ концерчӗ иртрĕ

Фашистла Германине çапса аркатнӑранпа 80 çул çитрӗ. Алманчӑри Культура ҫуртĕнче уява халалласа хатӗрленӗ пуян программăллă концерт курса савӑнма пултарчĕ ял-йыш.
Т. Каруева хатĕрленĕ программӑра ытларах вӑрçӑ темипе çыхӑннӑ юрӑсем пулчĕç. Кашни сӑвӑ - юрӑ куракан чĕри витĕр тухрĕ - вӗсенче хурлӑх та, шанчӑкпа савӑнӑҫ та пӗрлех пулчӗҫ.
Пурин кӑмӑлне те тивĕçтерме пултарчĕç «Туслӑх» ушкӑн артисчӗсем.
Залра ларакансене уяв ячӗпе территори пай ертÿҫи Владимир Киргизов тата Патăрьел муниципалла округри депутатсен пухăвӗн депутачӗ Александр Петров саламларӗҫ, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунчĕç.