«Янăра, тăван сăмахăм!" сăвă вулакансен конкурсĕ Тури Чакă ял библиотеки

Тӑван халӑх – яланах аслӑ.
Вӑйлӑ чӗлхесем тӗнчере пайтах.
Анчах чи вӑйли вӑл – тӑван чӗлхе.
Ан тив, калӑпӑшӗ хӑй тем териех мар
пулин те...
Аслă Чемен вăтам шкулĕнче Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) сăвăç-ентеше халалласа «Янăра, тăван сăмахăм! - 2025» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Ана «Чемен» ыркăмăллăх фончĕн ертӱçи, Аслă Чемен ялӗн хисеплӗ гражданинӗ, контактлă каратэ енӗпе Тӗнче чемпионӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, Мускав çул-йӗр институчӗн Шупашкарти филиалӗн деканӗ Николай Алешев пуҫарăвĕпе Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелерĕ. Ҫак уявра Людмила Ежова библиотекарь Александр Павлов сăвăç-ентеш кунҫулӗпе паллаштарчӗ. Вӗренекенсем Чаваш Сашшин тарăн шухăшлă саввисене вуларĕç. Конкурса сӑвӑ ҫыракан ачасем те аслисем те хутшӑнчӗҫ, илемлĕ те туйăмлă вуласа хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Малти вырăна тухакансене "Чемен" ыр кăмăллăх фончĕ Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.