Алманчӑ ялӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑнакансене «Çемье вучахӗн ҫулӑмне» парса чысларӗҫ

Алманчӑ ялӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑнакансене «Çемье вучахӗн ҫулӑмне» парса чысларӗҫ

 

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Петр Сергеевичпа Клавдия Георгиевна Никитинсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитрӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ялти Культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсем йӗркеленипе Никитинсене куҫса ҫӱрекен «Çемье вучахӗн ҫулӑмне» парса чысларӗҫ.

Уяв каҫӗнче пухӑннисене Петр Сергеевичпа Клавдия Георгиевнан пурнӑҫ ҫулӗсемпе, ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗщ, ҫемье пирки экран ҫинчен кӑтартаса каласа пачӗҫ.

Хисеплӗ мӑшӑра изумруд туй ячӗпе саламласа тата та нумай ҫулсем хушши пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн тытӑнса утма сунчӗҫ



20 марта 2025
16:12
Поделиться