Туҫари вулавӑшра вулакансемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Руслан Валиуллинпа Виталий Нягин ачасемпе Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ. Асӑннӑ мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем, СВОри салтаксен ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ. Калаҫу салтаксен паттӑрлӑхӗ, ҫӗршыва юратасси пирки пынӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗн витӗмӗ пирки чарӑнса тӑнӑ. Обществӑлла ӗҫсене хутшӑнассинчен юлмалла маррине аса илтернӗ.
Вулакансене ҫарти пурнӑҫ ҫинчен каласа пани уйрӑмах килӗшнӗ.