Сител вулавӑш пункчӗнче "Анне - чи илемли" уяв иртрӗ

Сител вулавӑш пункчӗнче "Анне - чи илемли" уяв иртрӗ

     🌺Анне! Çут тĕнчере çак ятран илемли мĕн пур-ши? Анне вăл – чи ырри, çепĕççи, маттурри, хакли. Чуна çывăх çыннăмăр, тăванăмăр, юлташăмăр. 
      Шăпах çавăн йышши маттур та пултаруллă аннемĕрсене халалласа Сител ялĕнчи вулавăшра уяв иртрĕ. Ăна пире кун çути парнеленĕ çыннăмăрсене юратма, хисеплеме, упрама вĕренесчĕ тесе йĕркеленĕ.        
    Уява пухăннисене шкулта вӗренекенсем илемлĕ сӑвӑ- юрăсемпе савăнтарчĕç. Оксана Хомуткина библиотекарь Мая Салампин "Анне - чи илемли" сăввине вуласа пачĕ.   
     Юрланă-ташланă хушăрах аннесем тĕрлĕ конкурсра хутшăнса ăмăртрĕç. Вĕсем çак кун артист та, унерçĕ те, ташăçă та пулчĕç. Пирĕн чи хаклă çыннăмăрсем те уявра хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
      Аннесене халалланă мероприятире «Ăста алăсем» кружока çÿрекенсем йĕркеленĕ курав та ĕçлерĕ . Унта пирĕн чи ăшă та çепĕç тăванăмăрсем хăйсен канма пĕлмен аллисемпе ăсталанă япаласем вырăн тупрĕç. Çак ылтăнран та хаклă аннесен тухьи-масмакĕ, тĕррисем, картинисем тата ытти те пурне те килĕшрĕç.    
     Мероприяти кăсăклă иртни пурне те савăнтарчĕ, яланах çапла пĕрле пухăнма кăмăл çуратрĕ.



25 ноября 2024
09:05
Поделиться