Алманчăри культура çуртĕнче салтакпа тĕлпулу иртрĕ

Аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши? Темле япалана та туянма пулать, амăшĕшĕн вара ачисенчен хакли нимĕн те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах уншǎн.
Алманчăри культура çуртĕнче маларах ятарлǎ çар операцинче пулнǎ, халь çулталǎк ытла Сири республикинчи халǎхǎн тǎнǎçлǎхне упранǎ Лев Французовпа тел пулу иртрĕ. Отпуск вǎхǎчĕпе усǎ курса тǎван ашшĕ-амǎшне курма килнĕ вǎл. Ывǎл киле сывǎ таврǎнни аннешĕн пысак телей мар-ши?
Лев Борисович сцена çинчен салтаксене гуманитари пулǎшǎвне кÿрсе, масксеть çыхма хутшǎнакан ялти хастарсене тав турĕ, залра ларакан пур аннесене те уяв ячĕпе саламларĕ