Алманчăри культура çуртĕнче «Аннесен кунне» паллă турĕç

Алманчăри культура çуртĕнче «Аннесен кунне» паллă турĕç

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Алманчăри культура çуртĕнче ырă та чи çутă уявсенчен пĕрне - «Аннесен кунне» паллă турĕç.
Пурне те ырă сунса Патăрьел муницапалла округри депутатсен пухăвĕн депутачĕпе Александр Петровпа Алманчă ял старости Борис Французов уявпа саламларĕç. Нумай çул хушши Алманчă шкулĕнче повар пулса тăрăшакан Ирина Валентиновна Сымована ĕçри тивĕçе чыспа пурнǎçланǎшǎн тата 55 çул тултарнǎ ятпа округ администрацийĕн Хисеп хутне парса чысларĕç.

2024-мĕш çул - Ҫемье çулталǎкĕ. Нумай çул пурǎнса, кил ǎшшине упракан мǎшǎрсене куçса çÿрекен Ҫемье вучахне пама пуçланǎччĕ. Аса илтеретпĕр, пĕрремĕш хут вучаха Горбуновсен çемйи илме тивĕçлĕ пулнǎччĕ, каярах вǎл 50 çул пĕрле пурǎнакан Чихинсен çемйине куçнǎччĕ.Халь вара вучах чÿк уйǎхĕн 19-мĕшĕнче пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ мǎшǎра, икĕ ывǎлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, вĕсене пĕлÿ илме пулǎшса, пурнǎç çулĕ çине тǎратнǎ Михеевсене куçрĕ...
Ҫавǎн пекех уявра салтак амǎшĕсем пулчĕç. Ҫак аннесем Украина çĕре çинче иртекен ятарлǎ çар операцине хутшǎнса, унти халǎхǎн пурнǎçне хÿтĕлекен ывǎлĕсене 2 çул ытла ĕнтĕ çемьесенче кĕтеççĕ. Вĕсем, мĕнле йывǎр пулсан та, пĕтĕм ял халǎхĕпе пĕр пулса, салтаксене гуманитари пулǎшǎвне кÿреççĕ, масксеть çыхма хутшǎнаççĕ. Паянхи кун салтак амǎшĕсене сывлǎх, ырлǎх, тǎнǎçлǎх сунатпǎр. Ывǎлсем часрах тǎван киле чĕрĕ-сывǎ çаврǎнса çитессе эпир те сирĕнпе пĕрле ĕмĕтленетпĕр, шанатпǎр, кĕтетпĕр!

Аннесен ячĕпе сцена çинчен нумай ырă та çепĕç юрă янăрарĕ. Кĕçĕн çулти ачасемпе çамрǎк хĕрсен юрри-ташши куракансен кăмăлне килчĕç пулĕ тетпĕр.

Аннесем! Сире чун-чĕререн уявпа саламлатпăр. Сирĕн пурнăçра çирĕп сывлăх, ытам тулли телей, мĕн ĕмĕтленни, шутласа хуни пурнăçа кĕтĕр, утас çулăр такăр пултăр, кашни çĕнĕ кун çĕнĕ вăй-хал илсе килтĕр!



25 ноября 2024
16:09
Поделиться