«Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» - «Живи, наш Сеспель» сӑвӑсен пуххин хӑтлавӗ

 «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» - «Живи, наш Сеспель» сӑвӑсен пуххин хӑтлавӗ

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн нихҫан сӳнми ҫутӑ ҫӑлтӑр, кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр, ҫӗнӗ чӑваш сӑввин никӗсне хываканӗ - Ҫеҫпӗл Мишши - ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.

Патӑрьел округӗнчи тӗп вулавӑшра Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа икӗ чӗлхепе кӑларнӑ  «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» - «Живи, наш Сеспель» сӑвӑсен пуххин хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. Ҫак хăтлава  Çеçпĕл Мишши ентешĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, журналист-публицист, çыравҫă, ăсчах-тĕпчевçĕ Лидия Филиппова, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, паллă çыравҫă Галина Кĕмĕл, Чăваш Республикин профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ Мальвина Петрова тата унан хӗрӗ Пинерпи Алексеева, Ҫеҫпӗл Мишшин ӗçне-хӗлне тӗпчекен, поэтăн ентешӗ Сергей Павлов, Патӑрьел округӗн культура, туризм тата информаци енӗпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Наталия Никитина, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, вулавӑшпа культура ӗҫченӗсем, шкул ачисем пуҫтарӑнчӗҫ.

Лидия Филиппова «Пурăн, пирĕн Çеçпĕл!» - «Живи, наш Сеспель!» ятлă сăвăсен пуххине хатĕрлекенӗ тата йĕркелесе кăлараканӗ. Вăл кӗнекери сăвăсене мӗнле пухса пичетлени ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекене пурӗ 90 поэтăн сăввисем кӗнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ентеш ҫыравҫăсем - Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Лидия Ковалюк, Мария Мадюкова, Мая Салампи, Светлана Никитина, Галина Хлебникова сырнă, Ҫеспӗле халалланă сӑвăсем те пур.                                        

Хӑтлав Ҫеҫпӗл Мишшин «Тинӗсе» сӑввине Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкул ачисем вуланинчен пуҫланчӗ. Ҫаван пекех унӑн сӑввисене Г. Айхи ячӗллӗ Ҫӗньялти тӗп, Ыхра ҫырмиинчи, Аслӑ Арапуҫӗнчи, Сӑкӑт шкулӗнчи, Пикшикри Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулсенче вӗренекен ачасем ҫав тери ӑста янраттарчӗҫ. Мальвина Петровӑн хӗрӗ Пинерпи Алексеева вуланине те ҫав тери кӑмӑлласа итлерӗҫ. Кашни шкул ачиех чун-чӗри витӗр шӑрантарса кӑларчӗ манӑҫми сӑвӑҫӑмӑр хайлавне.

«Ҫеҫпӗл Мишши сасси паян кун та ҫамрӑксен чӗринче вут-кӑварла ялкӑшать. Ҫакӑ савӑнтарать. Малашне те ҫапла пултӑр», - тесе каларӗ Наталия Никитина, хисеплӗ хӑнасене саламланӑ май.

Малалла «Пурăн, пирĕн Çеçпĕл!» - «Живи, наш Сеспель!» сборнике кӗнӗ сӑвӑсене чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем, вулавӑшпа культура ӗҫченӗсем вуларӗҫ, хаклӑ поэтӑмӑр ҫинчен ырӑ сӑмахсем каласа хӑварчӗҫ.

Сумлӑ хӑнасем те тухса калаҫрӗҫ, Ҫеспӗле халалланӑ сӑввисене вуларӗҫ, хӑйсен кӗнекисене парнелерӗҫ. Вулавӑшри тивӗҫтерӳ пай ертӳҫи Наталия Ракова хӑнасене хӑтлава ҫӳллӗ  шайра ирттернӗшӗн тав турӗ,  библиотека ячӗпе тав хучӗсем пачӗ.

Презентаци вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗ ҫинчен 1970 ҫулта ӳкернӗ «Сеспель» илемлӗ фильм тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ флешмоба кӑтартрӗҫ.

Юлашкинчен Лидия Ивановна тата Мая Геннадьевна (хӑтлава ертсе пыракансем) пурне тав турӗҫ. «Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем паянхи кун та мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Апла, кӑвар чун-чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр халӑх чӗринче пурӑнать, - тесе пӗтӗмлетрӗ хӑтлава кӗнеке авторӗ Лидия Филиппова.

 

 



06 сентября 2024
14:39
Поделиться