Раҫҫей ялавӗ - Патшалӑх чысӗ те мухтавӗ!, Сител вулавӑш пункчӗ

Раҫҫей ялавӗ - Патшалӑх чысӗ те мухтавӗ!, Сител вулавӑш пункчӗ

Паян эпир Раҫҫей Патшалӑх ялавӗн кунне паллӑ тӑватпӑр. Виҫӗ тӗспелӗн вӗлкӗшекенскер пирӗн ҫӗршыв пӗрлӗхре пулнине, унӑн халӑхӗ туслӑ пурӑннине ҫирӗплетет. 

Сителти культура ӗҫченӗсем ачасем хамӑр патшалӑх  пирки ытларах пӗлччӗр тесе августӑн 22-мӗш кунне халалласа мероприяти йӗркелерӗҫ.  Малтан уява пухӑннисене вулавӑш ҫуртне йыхравларӗҫ. Унта вӗсем виҫӗ тӗслӗ ялавӑн историйӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех Оксана Хомуткина библиотекарь хатĕрленӗ презентацине тишкерсе тухрӗҫ. Вӑл каласа панӑ историллӗ пулӑмсене тӗплӗн итлесе киленчӗҫ. 

Уявӑн иккӗмӗш пайӗ уҫӑ сывлӑшра пулчӗ. Унта Ирина Лякова культорганизатор "Хаваслӑ старт" ирттерсе ачасене спортпа тата та ҫывӑхланма майсем туса пачӗ. Пӗчӗк юлташсем тӗрлӗ вӑйӑсенче ӑмӑртса савӑнчӗҫ. 

Ҫакӑн йышши паттӑрлӑх туйӑмӗсене ҫуратакан мероприятисен уссийӗ пысӑк пулни курӑмлӑ.  Вӗсенче ачасем хӑйсене, юлташӗсене, тӑван ҫӗршыва хисеплеме, хаклама вӗренеҫҫӗ.



22 августа 2024
11:18
Поделиться