Аслӑ Чемен ял библиотеки «Айтӑр вӑййа тухар - и?» фольклор сехечӗ йӗркелерӗ

Мӑн асатте - асаннесен йӑли-йӗркине ҫамрӑксене вӗрентсе хӑварас тата ҫуллахи каникул вӑхӑтне ачасем усӑллӑ ирттерчӗр тесе Аслӑ Чемен ял библиотеки «Айтӑр вӑййа тухар -и?» фольклор сехечӗ йӗркелерӗ. Людмила Ежова библиотекарь чи малтан авалтан «Питрав.Вайӑ» уявне еплерех ирттерни пирки каласа пачӗ. Вӑтамрах ҫултисемпе ҫамрӑксем, ача-пӑчасем вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарчӗҫ. «Кӑвакал чӑмать-и?», «Вӑйӑ такмакӗсем», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм», «Чи вӗлтӗр-р-р!» ӗлӗкхи вӑйӑсене кӑтартрӗҫ. «Хӑшӗ маларах», Тупсӑмне пӗл» тата ытти конкурссенче ачасемпе аслисем ҫемьйесем хушшинче тупӑшрӗҫ. Сӑртҫи касра пурӑнакан Медведевсен, Матросовсен, Антоновсен, Ивановсен, Алешевпа Ежовсен ҫемьисене тав сӑмахӗ каламалла. Чӑн чӑваш ачисемпе пӗрлех Шупашкар, Хусан, Чӗмпер, Мурманск хулисенчен асламӑш-кукамӑш патне канма килнӗ ачасем те чӑваш кӗпи тӑханса вӑййа тӑчӗҫ, тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнчӗҫ. Чӑваш кепийӗсене тӑхӑннӑ ача-пӑча еплерех савӑннине курасчӗ тата! Ҫаксенче вӗт пирӗн пуласлӑх!
Аслисем ҫамрӑксене вӗрентсе, хӑйсемпе тан ҫак уява явӑҫтарни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Уяв чӑннипех пурне те килӗшрӗ.