Тыл ӗҫченӗсем патне Ҫӗнтерӳ саламне ҫитерчӗҫ/Сител ялӗ/

Тыл ӗҫченӗсем патне Ҫӗнтерӳ саламне ҫитерчӗҫ/Сител ялӗ/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа кӑҫал 79 ҫул ҫитет.  Майӑн 9-мӗшӗ – Раҫҫейри кашни ҫыншӑнах сӑваплӑ тата хаклӑран та хаклӑ кун.
  🌟Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе Сителти клуб тата библиотека ӗҫченӗсем ялти тыл ӗҫченӗсем патне кайса Ҫӗнтерӳ саламне ҫитерчӗҫ. Вӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ирӗн-каҫӑн тӑрашса вӑй хунӑ кашни ватта сума суса Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн Олег Николавӑн уяв открыткине парнелерӗҫ. Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пӗтӗм тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленишӗн тав туса Георгий хӑйӑвне кӑкӑрӗсем ҫине ҫакса ячӗҫ. Вӗсене малашне те хальхи ӑру ҫыннисем  манманнине, вӗсемпе мӑнаҫланнине пӗлтерсе сывлӑхпа пурӑнма сунчӗҫ.
  🎗Ҫавӑн пекех культура ӗҫченӗсем ҫӗршывӗпех иртекен "Георгий хӑйӑвӗ" акцине анлӑн хутшӑнчӗҫ. Кашни иртен ҫӳрене, тӗрлӗ учрежденинче вӑй хуракансене ҫӗнтерӳ паллине ҫакса ячӗҫ. Пурне те мирлӗ пурнӑҫ сунчӗҫ. Асатте-кукаҫисен паттӑрлӑхне асра тытса вӗсемпе мухтаннине пӗлтерчӗҫ, яланах вӗсем пек ҫӗршывшӑн кар тӑмашкӑн шантарчӗҫ.
--



07 мая 2024
13:35
Поделиться