"Тӑван чӗлхемӗр - чӑваш чӗлхи" уяв иртрӗ /Сител вулавӑш пункчӗ/

Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе,
Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.
Вăл ĕлĕххи, чи авалхи,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи!
♦Чăваш чĕлхи чи çепĕççи, чи савăкки, чи хăватли, чи илемли. Вăл пуян та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн халăх тăван чĕлхе кунне уявлать.
🔸Сителте атте-анне парнеленĕ чĕлхене сума суса «Тӑван чӗлхемӗр - чӑваш чӗлхи» уяв иртрĕ. Унта чăвашлăха упрас тесе çунакансем пухăнчĕç. Вĕсем Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина культура ĕçченĕсем йĕркеленĕ мероприятине хастаррăн хутшăнчĕç. Чăн малтанах çак чи хаклă кун ячĕпе пĕр-пĕрне саламларĕç. Унтан тăван чĕлхемĕре халалланă сăвăсене чуна хускатмалла каласа кăтартрĕç. Чĕкеç сасси евĕр шăранакан юрăсене юрласа савăнчĕç. Янăравлă кĕвĕçемĕн илемлĕ ташăсем ташласа киленме те манмарĕç. Уява хутшăннисем Оксана Хомуткина библиотекарь чăвашлăхшăн çуннă ăсчахăмăр пултарулăхне хаклакан куравпа паллаштарчĕ. Çÿлĕксем çинчи кашни кĕнекене хак парса илсе вулама сĕнчĕ.
♦Юлашкинчен пурте чăвашлăха упрамалли, ăна хамăр пултарнă таран аталантармаллине çирĕплетрĕç. Яланах чĕлхепе вăтанмасăр мăнаçланмаллине палăртрĕç.