Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024

Чăваш чĕлхи кунне, Раҫҫей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикинчи Экологи культурипе ҫут ҫанталăка перекетлес ҫулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» вӗренӳ акцийӗ иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси, ăна упраса хăварасси тата аталантарасси.
Патӑрьелӗнчи тĕп вулавӑшра та ҫак акцине хастар хутшӑнчӗҫ. Чăваш диктантне шкул ачисем ҫеҫ мар, вулавăш ӗҫченӗсем те, вӗрентекенсем те, вулакансем те ҫырчӗҫ. Ҫемен Элкерӗн «Чӑваш вӑрманӗ» тексчӗ тăрăх ҫырнӑ диктант пурне те килĕшрĕ. Вулавăшра пурӗ 21 ҫын ҫырма хапӑл турӗҫ.