Сывлӑх кунне паллӑ турӗҫ /Сител вулавӑш пункчӗ/

Ҫак кунсенче тӗнчипех Сывлӑх кунне паллӑ турӗҫ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырасси хамӑртан килет. Сител клубӗн хастарӗсем те пӗрмаях тӗрӗс апатланса тӗрлӗ хусканусем тума тӑрӑшаҫҫӗ. Паян та вӗсем Сывлӑх кунне халалланӑ мероприятине хаваспах хутшӑнчӗҫ. Кашнийӗшех усӑллӑ хусканусем туса ҫан-ҫурӑма ҫирӗплетрӗҫ. Тӗрлӗ конкурсра ӑмӑртса савӑнчӗҫ.