🇷🇺Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрпа тӗл пулу /Сител ялӗ/

🇷🇺Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрпа тӗл пулу /Сител ялӗ/
Паянхи ҫӑмӑлах мар луру-тӑруллӑ саманара кашнийӗн хӑйӗн шӑпи, тивӗҫӗ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пырать. Ҫӗршыва пулӑшу кирлӗ чухне пирӗн тӑрӑхра никам та айккинче тӑрса юласшӑн мар. Кашниех мӗнпе те пулсан, май ҫитнӗ таран ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлать. Сывлӑх тата кӑмӑл енчен ҫирӗп каччӑсемпе арҫынсенчен нуммайӑшӗ вара салтаксен ретне кайма васкаҫҫӗ.
🌟Сител яшӗсем те ыттисем пекех тӑван ҫӗршывшӑн кар тӑмашкӑн яланах хатӗр. Ҫавӑн пек маттурсенчен пӗри вӑл Александр Козлов. Саша Украина ҫӗрӗ ҫинче ятарлӑ ҫар операцин малтанхи кунӗсенченех тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ кӗрешет. Хальхи вӑхӑтра вӑл яла ҫывӑх тӑванӗсене, ачисене курма килнӗ.
Ҫак меллӗ самантпа усӑ курса Сителти культура ӗҫченӗсем Александр Козловпа клубра тӗл пулу ирттерчӗҫ. Ӑна ҫитӗнекен ӑрӑвӑн, пулас салтаксен тата ыттисен те патриотизм туйӑмӗ ӳстӗр, тӑван ҫӗршыва юратма хӑнӑхтарас тесе йӗркелерӗҫ.
Тӗл пулура паттӑр хӑй мӗншӗн ҫара кайма шут тытнине каласа пачӗ. Украинара еплерех лару-тӑру пирки кӗскен паллаштарчӗ. Шкул ачисен ыйтӑвӗсем ҫине туллин хурав пачӗ.
⚡Культура ӗҫченӗсемпе ял халӑхӗ Александр Козлова тӗл пулушӑн тав турӗҫ. Яланах сывлӑхпа ҫӳресе ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартма сунчӗҫ. Ҫавӑн пекех асӑнмалӑх чӑваш тӗрриллӗ хӗрарӑмсем хӑй аллипе ӑсталанӑ сӑмса тутрине парнелерӗҫ. Ҫак тӑван сывлӑшлӑ эреш киле май яланах ҫул кӑтарттӑр, сана упраса пытӑр терӗҫ.