Сител ялӗнче "Эх, Ҫӑварни, Ҫӑварни!" уяв иртрӗ

 Сител ялӗнче "Эх, Ҫӑварни, Ҫӑварни!" уяв иртрӗ

Эх, Ҫӑварни, Ҫӑварни!
  Сарă кĕрĕк тăхăнса
  Саркаланса тухар-и?
  Çăварни çитрĕ çаврăнса,
  Ай, катаччи чупар-и?
Ҫапла, Ҫӑварни эрни хуҫаланать таврара. Вӑл кашни киле кӗрсе тухса савӑнӑҫ, ырӑ кӑмӑл парнелет. Кӗҫех сивӗсем иртсе кайса савӑк ӑшӑ  кунсем килессе систерет. Ахальтен мар ҫак уявра хӗллепе ҫуркунне кӗрешеҫҫӗ теҫҫӗ. Ҫӑварние хисеплесе, асатте-асаннесен мӗн авалтан пыракан йӑлисене упраса хӑварас тесе Сителти культура ӗҫченӗсем "Эх, Ҫӑварни, Ҫӑварни" ятпа  мероприяти ирттерчӗҫ.
  🥞Савӑнӑҫлӑ уява ялти ватти-вӗтти хаваспах пыма хапӑл турӗҫ. Вӗсем Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йӗркеленӗ уявра чун каничченех савӑнчӗҫ, ҫуллӑ икерчӗпе хӑналанчӗҫ.
    Ҫӑварни уявӗпе ял халӑхне Юрий Степанов староста саламларӗ. Ҫитлӗ пурнӑҫ сунса ҫурхи ӑшӑ  кунсене хавас кӑмӑлпа, ҫирӗп сывлӑхпа кӗтсе илме  сунчӗ. Паянхи туслӑха упраса пырса яланах пӗрле пулнишӗн ырларӗ.
   🪗Уявра хӗрарӑмсен ушкӑнӗ  илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗ. Чӑваш ташшисем ташласа пурне те ырӑ кӑмӑл парнелерӗ. Пухӑннисем карталанса Ҫӑварнин хаваслӑн вӑййине тӑчӗҫ.
  ⚡Уявра спорт площадкисем те ӗҫлерӗҫ. Унта ватти-вӗтти тӗрлӗ ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ. Чи пултаруллисене, вӑйлисене парнесемпе чысларӗҫ.
--



18 марта 2024
15:18
Поделиться