Сител пики – 2024

Сител пики – 2024

Сител хĕрĕсем, Сител пикисем
Сăнĕпе хитре, ĕçре те маттур!
Сител хĕрĕсем, Сител пикисем
Сирĕн пеккисем тата ăçта пур?
      Чӑннипех пирĕн ачаш та сӑпайлӑ, маттур та ӗҫчен пикесемпе хӗрсем, хӗрарӑмсемпе кинемейсем пуртан тӗнче савӑкрах та ҫутӑрах. Вӗсем пире  хаваслӑх, ӑшӑлӑх парнелеҫҫӗ. Ҫавна пулах ӗнтӗ ҫутҫанталӑк ешерсе чӗрӗлме пуҫланӑ вӑхӑтра хӗрарӑмсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Сител клубĕнче ҫак илĕртÿллĕ ҫыннӑмӑрсене Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе,  Раççейри çемье çулталăкне халалласа "Сител пики – 2024" шоу-конкурс иртрӗ. Унта ялти илемлĕ те илĕртÿллĕ пикесем хутшăнса пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Пур ĕçре те маттурскерсем куракансене  ăшă туйăм, хавас кăмăл парнелерĕç.
     Клубпа вулавăш ĕçченĕсем Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина йĕркеленĕ уяв питĕ интереслĕ те кăмăллă пулчĕ, çÿллĕ шайра иртрĕ.  Çакăнта ял халăхне юратса, вĕсене хисеплесе сцена çине тухса юрланă, ташланă вырăнти пултаруллă хĕрарăмсен, шкул ачисен, çамрăксен тÿпи пысăк. Паллах ĕнтĕ тата хутшăннă пикесен маттурлăхне кура уяв «сăн-сăпачĕ» çуталса та йăл-йăл çиçсе тăчĕ. «Сител пики–2024» шоу-конкурс хĕрÿ тупăшура иртрĕ. Конкурсанткасем залра ларакансене чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе, акăш евĕр хусканăвĕсемпе, ытарайми ырă кăмăлĕсемпе тыткăнларĕç. Сцена çинче хĕрсем хăйсене хулари артистсенчен пĕрре те кая мар кăтартрĕç. Пикесем пултаруллăран та пултаруллипе жюрисене  çăмăлах пулмарĕ. Çапла вара ăмăртусенче хăйсене тивĕçлĕн кăтартса пирĕн чиперккесем тÿресен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх тĕрлĕ номинацире палăрчĕç. Ксения Выросова «Хастар пике», Полина Матюшкина «Çепĕç пике», Кристина Лякова «Сител пики -2024» хисеплĕ ятсене, сумлă парнесене тивĕç пулчĕç.
      Уявра пур енлĕ те хитре хĕрсене, юрă-ташăпа савăнтаркан хĕрарăмсене,  куракансене  уяв ячĕпе тата кăçалхи Çемье çулталăкĕпе Первомайски территори пайĕн ертÿçи Леонид Пыркин, Сител ял старости Юрий Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ Александр Иванов саламларĕç. Пурнан пурнăçра яланхи пек пултаруллă та маттур пулма сунчĕç.
      Мероприятинче Сителти хисеплĕ те ялшăн çунакан, нумай ачаллӑ  Владимир Дмитриевичпа Марина Ивановна Выросовсен, пĕрлешнĕренпе 50 çул çитсе пынă май Лидияпа Иван Васильевсен, Нинапа Иван Игнатьевсен çемьисем ертÿçĕсен аллинчен Мускавра Раççей президенчĕ Владимир Путин çутса янă çемье çулăмне илмешкĕн тивĕç пулчĕç.
     Эпир вĕсене, конкурса хутшăннă пикесене, хĕрсен ушкăнне чунтан чĕререн саламласа тав тăватпăр. Малашне те çак хисепе чыса упраса пурăнма сывлăх сунатпăр.



11 марта 2024
10:36
Поделиться