Алманчă ялӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулу иртрӗ

Алманчă ялӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулу иртрӗ

Мартăн 8-мӗшӗнче Алманчă ялӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулу иртрӗ. Татьяна Каруева йӗркеленӗ "çавра  сӗтел" хушшинче ӑшӑ та, чуна пырса тивекен калаҫу пулчӗ.

Этемӗн хăш вăхăтра çуралассине суйлама ирӗк çук. Историн вара, кирек хăш тапхăрӗн те - хайӗн вăрçипе паттăрӗсем. Паянхи куна илсен те - самана тăнăç тăмасть: 2 çул ытла ӗнтӗ Украина çӗрӗ çинче ятарлă çар операцийӗ пырать. Унта ытти салтаксемпе тан пирӗн ял çамрăкӗсем те хутшăнаççӗ.

Экран çинчен ывăлӗсем çинчен хатӗрленӗ презентацие курсан куççулӗсене пытараймарӗç салтак амăшӗсем. Хÿтӗлевçӗсем хушшинче пурнăçӗсене çар ӗçӗпе çыхăнтарнисем те, салтак тивӗçне пурнăçланă вăхăтра кайнисемпе мобилизаципе лекнисем, çавăн пекех, çулӗсене пăхмасăр хăйсем ирӗкӗпе хутшăнакансем те пур. Самрăксенчен хӗшӗ-пӗрисем вăçă хирӗнче пӗрремӗш кунранпах, нумайӗшӗ паттăрлăхшан тӗрлӗ наградăна тивӗçнӗ, пӗрре мар аманса госпитальсенче выртса сипленнисем те пур.

Ертсе пыраканăн ыйтăвӗсене хуравласа аннесем ывăлсем çинчен аса илсе каласа пачӗç...  

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршыв интересӗсемшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене - Иван Волкова, Николай Сымова, Алексей Михеевпа Вячеслав Степанова аса илчӗҫ. Паттăрсене асӑнса  ялти шкулта асӑну хӑми вырнаҫтарасси пирки те кӑсӑкланчӗҫ. Хисеплӗ Светлана Валериановна, Ирина Валентиновна, Роза Петровна, Надежда Петровна! Сирӗн ҫухатӑвӑра, чун ыратӑвне эпир те пӗрле пайлатпӑр. Паллах, амӑшӗн чӗринчи тарӑн суран пирчесен те нихӑҫан та тӳрленмӗ. Ҫапах та хӑвӑр ҫине тиеннӗ хуйхӑ-суйха, йывӑр уйрӑлӑва эсир тӳсӗмлӗн чӑтса ирттеретӗр. Маттур ывӑлсем, паттӑр салтаксем ҫуратса ҫитӗнтернӗшӗн таймапуҫ сире! 

Хисеплӗ Аннесем! Ҫӗршывшăн йывăр вăхăтра сирӗн ачасем ятарлă çар операцине хутшăнни - эсир вӗсене тивӗçлӗ воспитани парса ÿстерни çинчен калать. Тӗлпулăва килнишӗн тав туса ыррине кăна сунатпăр сире. Часрах ывăлсемпе тӗл пулса вӗсене ытама илмелле пултăр. Ҫирӗп сывлăх сире, салтак амăшӗсем!

Ҫавра сӗтел ӗҫне Алманчă территори уйрăмӗн ертÿҫи Владимир Киргизов тата Патăрьел муниципалла округри депутатсен пухăвӗн депутачӗ Александр Петров та хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗпе саламласа салтак амăшӗсене парнесем парса чысларӗç. Дианăпа Наталья Павловасем, Ангелина Поповапа Борис Французов хитре юрăсемпе уява илем кÿчӗç



11 марта 2024
09:09
Поделиться