Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ "Манӑҫми Митта Ваҫлейӗ" /Сител вулавӑш пункчӗ/

Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ "Манӑҫми Митта Ваҫлейӗ" /Сител вулавӑш пункчӗ/

Сител вулавӑш пункчӗнче пултаруллӑ ентеш-сӑвӑҫа, Митта Ваҫлейне халалласа "Манӑҫми Митта Ваҫлейӗ" ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ иртрӗ. Митта Ваҫлейӗ- чӑваш поэзийӗнчи чи ҫутӑ ятсенчен пӗри. Константин Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишшин пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑснӑ май  чӑваш литературинче  аталанлӑ тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн "Митта Ваҫлейӗ – чӑн халӑх поэчӗ"  сӑмахӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.
      Оксана Хомуткина библиотекарь мероприятинче сӑвӑҫӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.  Вулавӑш ӗҫченӗн калаҫӑвӗ тӑрӑх Митта Ваҫлейӗн шӑпи питӗ йывӑр пулни палӑрчӗ. Поэт тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӗмперти педагогика техникумӗнче малалла вӗренет. Ҫамрӑк поэтӑн "Тӑван ен енче" пӗрремӗш сӑввине 1924 ҫулта "Сунтал" журналта пичетленӗ. 1932 ҫулта "Лирика" сӑвӑсен пӗрремӗш кӗнеки ҫутта тухнӑ. Вулакансем Василий Егорович художествӑлла куҫарупа та ӗҫленине те пӗлнӗ: Пушкинӑн "Борис Годунов"  тата  "Олег ҫинчен калакан юрӑ" трагедине, М. Горькийӑн  "Фома Гордеев" романне,  С. Есенин, М. Джалиль, Г. Гейне тата ытти паллӑ поэтсен сӑввисене куҫарнӑ.
      Библиотекарь йӗркеленӗ литературапа таврапӗлӳ сехечӗ пуян содержаниллӗ пулчӗ. Унта сӑвӑҫ ҫинчен кӑна мар унӑн хайлавӗсемпе  те паллашма пултарчӗҫ. Кашниех хӑйсене килӗштернӗ сӑввисене илсе вуласа киленчӗҫ.

--



06 марта 2024
13:39
Поделиться