Первомайски библиотекинче "Манӑҫми Митта" курав уҫӑлчӗ

Первомайски библиотекинче "Манӑҫми Митта" курав уҫӑлчӗ

    Аслӑ Арапуҫ тӑрӑхӗ паллӑ ҫынсемпе пуян. Чӑннипех, миҫе пултаруллӑ ентеш ҫитӗнсе аталанман пуль кунти ҫӗр ҫинче ? Шутласа та пӗтереймӗн.

   Ҫакӑн пек пур енлӗ пултаруллисенчен чи сумли, хисепли   — чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи Митта Ваҫлейӗ. Вӑл хӑйӗн ҫивӗч те чӑнлӑха тӳртен калакан хайлавӗсемпе ҫын кӑмӑлне тыткӑнлама пултарнӑ.

    Митта Ваҫлейӗ шӑпах мартӑн пиллӗкмӗшӗнче  кун ҫути курнӑ. Аслӑ Арапуҫ тӑрӑхӗн сиплӗ сывлӑшӗпе сывласа   чӑвашсемшӗн тӑрӑшакан, вӗсемшӗн чунне пама хатӗр  сӑвӑҫ пулса ҫитӗннӗ. Пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ вӑл ҫивӗч те выранлӑ сӑвӑ йӗркисемпе кӗрешнӗ.

     Шӑпах ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче  Первомайскинчи вулавӑш ҫуртӗнче Митта Ваҫлейне халалласа чӑваш художникӗн Ирӗк-Килтешӗн (Валерий Алексеевич Красновӑн)  картинисен "Манӑҫми Митта" куравӗ уҫӑлчӗ. Ҫавӑн пекех кунта Аслӑ Арапуҫӗнче пурӑнакан Иван Степановӑн та ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ.

     Валерий Краснов Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Раҫҫей  ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Ирӗк-Килтеш Митта евӗрех чӑнлӑха, терӗслӗхе, ирӗклӗхе хаклакан, юратакан ҫын. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйне валли те ҫапларах хушма ят суйланӑ.

    Валерий Красновӑн куравӗнче Митта Ваҫлейпе ҫыханнӑ картинисенчен йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗ пултаруллӑ поэт шӑпипе ҫамрӑклах кӑсӑкланнӑ. Аслӑ Арапуҫ тӑрӑхне  ятарласа килсе курнӑ. Сӑвӑҫ тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсемпе, кӳршисемпе курса калаҫнӑ. Хӗрӗсемпе те курнӑҫса канашланӑ. Митта Ваҫлей такӑрлатнӑ урамсем тӑрӑх утнӑ, вӑл сывланӑ сывлӑшпа сывланӑ.

     Куравра ӳнерҫӗ кашни картини пирки тӗплӗн каласа кӑтартартрӗ. Вӗсене хӑҫан тата еплерех вӑхӑтра кӑлӑпланипе паллаштарчӗ. Унӑн  калаҫӑвӗ пурне те кӑсӑклантарса ячӗ.

      Ӳнерҫӗсен ӗҫӗсмпе интересленекенсем нумайӑн пулчӗҫ. Картинисене паллӑ поэт Якку Степанов, Первомайскинчи Митта Ваҫлей ячӗпе хисепленсе тӑракан шкулти чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Елена Сорокинапа унта вӗренекенсем,  Первомайски территори пайӗн ертӳҫи Леонид Пыркин тата урам ҫынсем пысӑк хак пачӗҫ. Митта ятне ҫӳле ҫӗклессишӗн тӑрӑшакан  художника чунтан тав турӗҫ.

     Ҫавӑн пекех кунти халӑх та унӑн ӗҫӗсене килӗштернине, поэтӑмӑрпа мухтаннине палӑртрӗҫ.

     Курава курма килнисем ялти ӳнерҫӗн Иван Степановӑн ӳкерчӗкӗсем те ҫӳллӗ шайра пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Искусство ҫыннисене малашне те аталанса пыма ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

    Курав мартӑн улттӑмӗшӗнче вӗҫленет. Первомайски библиотекине пурне те пырса курма йыхравлатпӑр.



04 марта 2024
16:33
Поделиться