ЦБ: Чӑваш чӗлхи - эс ӗмӗр чӗрӗ!

ЦБ: Чӑваш чӗлхи - эс ӗмӗр чӗрӗ!

Тӑван тени пулать чи ҫывӑххи, чун ҫумӗнчи,

Юнри, ӳтри, чунри, чӗлхеҫӗм вӗҫӗнчи.

Чӑваш чӗлхи те маншӑн тӑванран тӑван,

Пӗр уйрӑлми эпир унпа мӗн ачаран.

 

Тӑван чӗлхеҫӗм, эсӗ - хам аннем чӗлхи,

Мӗнех пулма пултартӑр ҫавӑнтан пахи?

Тӑван аннем пилленӗ-ҫке мана вӑл чӗлхене,

Сиктернӗ сӑпкама ӗнӗрлесе чӑвашӑн юррине.

….....................................................

Ҫак курӑках таптанӑ манӑн несӗлсем,

Вылянӑ, кулнӑ, йӗнӗ ман пекех вӗсем.

Ирпе вараннӑ сарӑ хӗвелпе пӗрлех,

Ӑсатнӑ куҫ хупсан чӑваш йӑлипелех.

 

Янра, тӑван чӗлхеҫӗм, хыттӑн шӑрантар,

Тӗнче кӗрлетӗр сан мӑнаҫ сассупалан!

Янра эс уявра, туйра, кӗрекере,

Чӑвашӑн ячӗ ҫиттӗр ӗмӗр-ӗмӗре.

                                                                                 Мая Салампи «Тӑван чӗлхеҫӗм,

                                                                              эсӗ - хам аннем чӗлхи» сӑввинчен

 

Паян - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Патӑрьелӗнчи централизациленӗ библиотека системинчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи - эс ӗмӗр чӗрӗ!» ятпа краеведени сехечӗ ирттерчӗҫ. Библиотекарьсемпе вулакансем тӑван чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗ, унӑн эткерлӗхӗ ҫинчен калаҫрӗҫ. Мероприятинче ҫавӑн пекех «Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ» ятлӑ куравпа паллашрӗҫ.

Хисеплӗ вулакансем! Сире пурне те тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!

«Тӑван чӗлхе – тӗнче ӑс-хакӑлӗ. Юратӑр, туссем, асаттесен чӗлхине, тӗпчӗр, вӗренӗр! Эсир тӑрӑшсан тӑван чӗлхемӗр, халӑха хӑват парса пурнӑҫ пиллекен аслӑ чысӑмӑр, малалла аталанса, лайӑхланса пырӗ», - тенӗ пирӗн ентеш, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши. Ҫапла пултӑр!

 

 

 

 

 



21 февраля 2024
15:53
Поделиться