Валясем пуртан савӑк-ҫке тӗнче! /Сител вулавӑш пункчӗ/

Валясем пуртан савӑк-ҫке тӗнче! /Сител вулавӑш пункчӗ/

Юрату пирĕн пурнăçа илемлетет, чуна хавхалантарать. Çак асамлă вăйăн хăватлăхне ĕненсе нарăсăн 14-мĕшĕнче Валя ятлисен кунне паллă тăваççĕ. Сителти культура ĕçченĕсем те ялти ҫак илемлӗ пикесене халалласа "Валясем пуртан савӑк-ҫке тӗнче» мероприяти ирттерчĕç. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленĕ çак илемлĕ уява нуммайăн хаваспах хутшăнма кăмăл турĕç.
 Мероприятинче Валясемпе ытти пикесем тӗрлӗ ăмăртура тупӑшрӗҫ. Унта вӗсем конкурс-викторинӑсенче хӑйсен хастарлӑхне кӑтартрӗҫ. Пултаруллăхӗпе пур куракансене тĕлĕнтерчĕç. Хĕрÿ те интереслĕ тупăшу хыççăн илĕртÿллĕ Валясене чыслас самант пуçланчĕ. Пурте çак пикесене ăшă та чĕререн шăранса тухакан сăмахсемпе саламларĕç. Çавна май вĕсем чун каничченех савăнса, юрласа ташларĕç. Хăйсем юрату çинчен пин-пин кĕвĕ пĕлнипе палăртрӗҫ.
Валентинасене халалланӑ уяв савӑнӑҫлӑ туйӑмпа вӗҫленчӗ.



14 февраля 2024
08:59
Поделиться