Сывӑ пурнӑҫ йӗрки куллен-кун чи кирли/Сител вулавӑш пункчӗ/

⚡Хусканусем туни сывлăхшăн усăллă пулнине кашниех ачаранах пĕлет. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула эпир çакăн пирки манатпăр, е вăхăт çукки çине йăвантаратпăр. Сител ялӗн хастар хӗрӗсем вара культура ӗҫченӗсем пуҫарнипе кашни эрнерех физарядка сехечӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсем унта тĕрлĕ хăнăхтарусем туса шăм-шака, çан-çурăма çирĕплетеççĕ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пурне спортпа туслӑ пулма, ӑна юратма сӗнеҫҫӗ.