Санăн хисеплĕ çыннусем çаксем, тăван ялăм. Аслă Чемен ял библиотеки

«Сила села=Ял хӑвачӗ» проектпа килĕшуллĕн тăван ялăн хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулчĕ Аслă Чементи библиотека ĕçченĕ Людмила Ежова.
Ял çынни авалтанах пиçĕ çын пулнă. Аслисем те пире çамрăкран ĕçе юратма, атте-аннене хисеплеме вĕрентнĕ. Ӱссе-çитĕнсен те тăван кил вучахне сӯнме памасса, ялта тĕпленессе шаннă вĕсем. Ял пурне те тăрантарать, ĕçлеме кăна ан уркен, тенĕ.
Шăпах çак сăмахсемпе пилленĕ те 50 çул каялла раштав сиввинче пĕрлешнĕ Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Федор Гавриловичпа Клавдия Васильевна Ивановсене пĕтĕм çывăх тăванĕсем. Аллă çул пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пурăнать çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ çемье.
Ҫав ятпа вĕсене Аслă Чемен территори уйрăмĕн, библиотека тата Культура çурчĕн ĕçченĕсем саламларĕç.
Федор Гавриловичпа Клавдия Васильевна иккĕшĕ те Тури Чакă ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Клавдия Васильевна, вăтам шкултан вĕренсе тухсан, почта уйрăмне ĕçлеме кĕнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех, 30 çул хушши, пĕр вырăнта тăрăшса «Отличник федеральной почтовой связи» ята тивĕçлĕ пулнă. Хĕрĕсем те амăшĕн çулне суйланă: Оля ялта почтальонкăра тăрăшать, Надя - Турханти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ. Иккĕшĕ те вырăнти ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшаççĕ.
Федор Гаврилович вунçиччĕре чухнех тăван колхозра тракторист пулса ĕçлеме пуçланă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен лайăх ĕçленĕшĕн тем тĕрлĕ хисеп хучĕ тата награда çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен чи пахи - III-мĕш степенлĕ «Орден трудовой славы», «Заслуженный механизатор Чувашской АССР» хисеплĕ ятсем. Ашшĕ трактор - машинана чунтан юратса çĕр çинче ĕçленипе паллах ывăлĕсем асăрханă. Паянхи кун вĕсем те - водитель те строитель те.
Хисеплĕ мăшăра сумне кура Патăрьел район энциклопедине те кĕртнĕ. Чăннипех те мухтава тивĕçлĕ мăшăр.
Федор Гавриловичпа Клавдия Васильевна икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ура çине çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра çемьере вуникĕ мăнукпа пĕр мăнукăн ачи. Пĕр-пĕринпе те, ял-йышпа та, куршĕсемпе те туслă, килĕштерсе пурăнать мăшăр. Ҫакă çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх.
Тĕнче илемĕпе киленсе, Турра çĕнĕ куншăн тав туса пурăннине нимĕн те çитменнине питĕ лайăх пĕлет Аслă Василий чиркÿ прихутĕнче тăрăшакан Чĕкеç аппа.