Кружока кулленех ҫӳреҫҫӗ /Сител вулавӑш пункчӗ/

Ялта пӗр ӗҫпе ҫеҫ пурӑнсан кичем, тунсӑх. Сителсем кӑна питӗ аван ӑнланаҫҫӗ. Нумайӑшӗ пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерес кӑмӑлпа Сител клубӗпе библиотекине час-часах ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ.
Акӑ ҫак кунсенче хӗрарӑмсен пӗр ушкӑнӗ культура ӗҫченӗсем йӗркелесе пыракан "Ӑста алӑсем" кружока пуҫтарӑнчӗ.
Кунта пурте тӗрлӗ ал ӗҫӗсене тӑрӑшса пурнӑҫларӗҫ. Пӗр пӗрне хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ҫӗнӗ япаласем тума вӗренчӗҫ. Ҫакӑнтах малашне пӗрле ирттермелли мероприятисем пирки сӳтсе яврӗҫ.
Оксана Хомуткина библиотекарь интереслӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех культура ӗҫченӗсем хальхи вӑхӑтра "Авангард" хаҫата юнӗ хакпа ҫырӑнса юлма май пурри пирки пӗлтерчӗҫ.
Кружока чунне парса ҫӳрекенсем яланах пӗрле пуҫтарӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттернинчен ырри нимӗн те ҫуккине палӑртрӗҫ. Ҫавӑнпа май пур чухне пӗрле пулма килӗшсе татӑлчӗҫ.