Ӑшӑ сӑмах эмел вырӑнне! /Сител вулавӑш пункчӗ/
Раштавӑн виҫҫӗмӗшӗнче сывлăх енчен уйрăлса тăракан юлташӑмӑрсене тимлӗх уйӑрмалли кун. Шăпах çакна шута илсе Сителти вулавăшпа клубра ĕçлекенсем «Ӑшӑ сӑмах эмел вырӑнне» ятпа мероприяти ирттерчĕç. Унта ялти тӗрлӗ чир-чӗре куллен парăнтарса пыраканскерсем хутшăнма кăмăл турӗç.
Кунта килнисене çирĕп сывлăх, вăй-хал, пурнăçа юратма, çывăх çыннисен тимлĕхне сунчĕҫ. Оксана Хомуткина библиотекарь пухăннисене инвалидсен хальхи вăхăтра еплерех çăмăллăхсем пурри пирки каласа кăтартрĕ. Ҫавăн пекех вулавăшри çӗнӗ кӗнекесен куравӗпе паллаштарчӗ.
Ирина Лякова культорганизатор шашкӑлла выляттарчӗ. Çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç. Унсӑр пуҫне ӳркенменскерсем теннисла та выляма вӗренчӗҫ.
Сывлăх енчен уйрăлса тăракан юлташăмăрсем çак кун çӗнӗ çул теттисем ăсталарӗҫ. Вӗсем симӗс чăрăша тата зала капăрлатма хутран нумай-нумай юр пӗрчисем касса хатӗрлерӗҫ.
Мероприяти вӗçленнӗ май кунта килме хапăл тунисене сиплӗ чейпа сăйларӗҫ. Вӗсене ялти хӗрарӑмсен канашӗн членӗ Нина Соколова чăвашсен илемлӗ юррисене шăрантарса савăнтарчӗ.
--