«Эсĕ пирĕн асра» Даниель ячĕпе Герой партине уҫрĕҫ

«Эсĕ пирĕн асра» Даниель ячĕпе Герой партине уҫрĕҫ

Паян Тури Туҫа вӑтам шкулĕнче Нягин Даниель Иванович ячĕпе герой партине уҫрĕҫ. Даниель Вӑтаел ялĕнче ҫуралса ӳснĕ, Тури Туҫа вӑтам шкулĕнче вĕреннĕ. 2022 ҫулхине контракт ҫырса ҫарти ĕҫне малалла тӑснӑ. СВОна малтанхи кунсенчех хутшӑннӑ. 2023 ҫулхи февралĕн 14-мĕшĕнче Донецк облаҫĕнчи Волноваха патĕнче пуҫне хунӑ. Вилнĕ хыҫҫӑн Паттӑрлӑх орденĕпе наградӑланӑ. 

Даниель, санӑн ҫутӑ сӑнару пирĕн асрах



02 октября 2023
08:46
Поделиться