Алманчӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе, ял гимнӗн авторӗпе - Лидия Антипова-Ковалюк сӑвӑҫпа тӗл пулу иртрӗ.

Чи малтан сӑвӑҫ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул коллективӗпе тӗл пулчӗ. Пухӑннисене Лидия Алексеевна хӑйӗн литературӑри ӳсӗмӗсемпе тата малашнехи ӗмӗчӗсемпе паллаштарчӗ. Ачасем ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке куравӗпе паллашрӗҫ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем ҫыравҫа тӗл пулушӑн тав турӗҫ, татах килсех ҫӳреме сӗнчӗҫ.

Малалла тӗл пулу ялти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Хӑна ҫавӑн пекех ҫв. Владимир ячӗллӗ купеле те ҫитсе курма кӑмӑл турӗ. Ҫӗнетнӗ палӑка хакларӗ, аслӑ ҫӗнтерӗве туптанӑ паттӑрсене асран яманнишӗн халӑха мухтаса тав сӑмахӗ каларӗ.

19 сентября 2023
16:09
Поделиться