Кӗнеке унӑн чи ҫывӑх юлташӗ /Сител вулавăш пункчӗ/

Хальхи саманара ҫӗнӗ технологисем ҫил хӑвӑртлӑхӗпе аталанса пыраҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех кӗсье телефонӗсемпе, компьютерсемпе усӑ кураҫҫӗ. Калӑн вӗсемсӗр пурнӑҫ ҫук.
Ҫапах та аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн ӗлӗххи асатте-асаннесен киленӗҫӗсем ҫывӑхрах. Калас сӑмахӑм кӗнекесем пирки. Ҫыравҫӑсен туприпе кӑсӑкланакансем пӗтмен-ха тесшӗн. Акӑ Сителте пурӑнакан Вера Герасимовна Реймова кӗнекесемпе мӗн пӗчӗкренех туслӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл миҫе миллион повесть, роман, статья вуласа тухман-ши? Миҫе интереслӗ кӗнеке тишкермен-ши тата? Вера аппа халӗ 8 теҫетке урлӑ каҫнӑ ӗнтӗ. Ҫапах хӑйӗн юратнӑ ӗҫне пӑрахмасть. Ялти библиотекӑри кӗнекесене, килсе тӑракан хаҫат-журналсене хаваспах шӗкӗлчет.
Ватӑ ҫынна ҫӳремешкӗн йывӑррине вулавӑш ӗҫченӗ Оксана Хомуткина питӗ аван ӑнланать. Ҫавӑнпа та час-часах Вера аппа патне хӑйех ҫитсе килме тӑрӑшать. Ӑна тӗрлӗ кӗнекесемпе тивӗҫтерет. Акӑ нумай пулмасть ҫеҫ библиотекарь сумлӑ Вера Герасимовна патӗнче хӑнара пулчӗ. Вулавӑш ҫуртне тинтерех килнӗ ҫӗнӗ изданисемпе паллаштарчӗ. Вӑл юратакан "Тӑван Атӑл" журнала ҫитерсе пачӗ.
Унсӑр пуҫне ялти хисеплӗ чи нумай вулакан аппана фельдшер пунктӗнче вӑй хуракан хӗрӗ те кӗнекесем илсе ҫитерме васкать. Чи ҫывӑх ҫынни чун киленӗвӗсӗр пӗрре те тӗк ларма пултарайманнине питӗ лайӑх пӗлет. Ҫавӑнпа та яланах пулӑшма тӑрӑшать.
Вера Герасимовна пек ватлӑхра та пуҫне усман ҫынсем, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме ӑнтӑлакансем пурри савӑнтарать. Эпир хисеплӗ аппана тата та нумай кӗнекесем вуласа тухма вӑй-хӑват, вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.