Кӗнеке ҫӳлӗкӗнчи «Пурнăç сулăнка лексен…» роман /Сител вулавӑш пункчӗ/

Кӗнеке ҫӳлӗкӗнчи «Пурнăç сулăнка лексен…» роман /Сител вулавӑш пункчӗ/

Ҫамрӑк чухне аслӑ ӑру сӑмахӗсем пире час-часах айван пек туйӑнаҫҫӗ, вӗрентсе калани вара тӗлӗнмелле те кирлӗ мар пек туйӑнать. Анчах ӳснӗҫемӗн атте-анне мӗн калани пурте питӗ ӑслӑ та тӗрӗс пулнине ӑнланса илетпӗр.
 
  💬«… Кашни ҫын ӑшӗнче тепӗр ҫын пурӑнать, - тенӗччӗ пӗррехинче ашшӗ Таиҫе.

Вӑл ӑна пуринчен те пытарать, ҫӑрапах питӗрсе илет ун патне кӗмелли алӑка.
   
Хӑй кӑна ун пирки пӗтӗмпех пӗлет. Ҫав ҫӑраҫҫие мӗнле уҫмалли меле шыраса тупсан эсӗ уншӑн чӑн-чӑн тус пулса тӑрӑн. Вӑл та саншӑн тем тума та хатӗр пулӗ.
   
Анчах ҫав мел – кашни ҫыншӑн урӑх. Ӑна тупма ансат мар. Питӗ ыратакан вырӑн вӑл, ҫӑраҫҫи хыҫӗнчи пурӑнӑҫ. Унта никама та кӗртсе сурана тапратас килмест.
   
Санӑн ӑна тупма вӗренмелле, хӑвӑн ҫӑварна та ҫӑраҫҫипе питӗрсе илмелле…
   
Ҫынсен кӑмӑлӗсем улшӑнсан та юнӗ улшӑнмасть, йӑх еннеллех туртать.

Йӗркесӗрлӗхпе чунна парса кӗреш. Вара ӗмӗрӳ вӑйӑ пек иртӗ. Хисеп те ҫитӗнӳ, юрату хуҫаланӗҫ пурнӑҫунта…».

«Пурнăç сулăнка лексен…»
(Когда жизнь в ухабе…), Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна)

📖МӖН ҪИНЧЕН:
Тӗп сăнара – Таисия Краснова федераллă судьяна – пĕрисем хисеплеççĕ, теприсем ăмсанаççĕ, вăрттăн юратакансем те пур. Хăй вара, пуçĕпех ĕçе путнăскер, тӳре тивĕçĕсене саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçласси, ашшĕпе амăшĕн тата Ильяс Магомедович аслă судьян шанăçне тӳрре кăларасси çинчен çеç шухăшлать. Апла пулин те вăхăтăн-вăхăтăн хĕр чĕри хăй пирки аса илтеретех – темшĕн тунсăхлать, теме кĕтет.
      Суд сакки çинче ларакан Александр Тихонова курсан Тайăн шухăш-кăмăлĕ тĕпренех улшăнать. Тӳре айăпланакана килĕштерме пуçлать, туйăмсен авăрне чăмать. Ăс-тăн хушнине те, çынсем асăрхаттарнине те итлемест вăл. Юрату вутне шыв сапса сӳнтереймĕн çав. Савнă çыншăн тем тума та хатĕр Таисия Краснова...
Мĕнпе вĕçленĕ-ши ку ăнтăлу?   
   
   ‼️Хаклӑ вулакансем, ыйту хуравне «Пурнăç сулăнка лексен...» романпа паллашсан пĕлме пулать. Улькка Эльменӗн питӗ интереслӗ кӗнекине Сител библиотекинчен илсе вулама май пур.



29 августа 2023
11:57
Поделиться