Познавательно - игровая программа "Авалхи вӑйӑсен ытамӗнче" в рамках акции "Культурная суббота. Игры народов России" в Сиделинском б/п
Мĕнле кăна вăйă вылямаççĕ-ши ачасем? Кашнин хăйĕн чи юратни пур. Кам футболла, кам волейболла е тата ыттисене килĕштереççĕ.
Вăйă вăл – савăнăç, туслăх, вăй-хал, юлташсемпе хутшăнни, сывлăха çирěплетни. Пирĕн мăн асатте-асаннесем еплерех вăйăсем вылянă-ши? Çак ыйтăва хуравлас тесе Сител ялĕн культура ĕçченĕсем «Тĕрлĕ халăх вăййисем» ятпа мероприяти ирттерчĕç. Ăна çак тапхăрта пĕтĕм Раççейĕпе пыракан Культурăллă шăматкун акцине хутшăнса йĕркелерĕç. Çавăн пекех ку мероприятин тĕп тĕллевĕсем – ачасене пирĕн çĕршыври халăхсен вăййисемпе паллаштарасси, вĕсене вĕрентсе хăварса хăйсен хушшинче сарасси.
"Культурӑллӑ шӑматкун" акцине тӗрлӗ ҫулхи ачасем хаваспах хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Ялта пурӑнканнисем ҫеҫ мар. Каникул вӑхӑтӗнче ҫывӑх ҫыннисем патне хуларан канма килнӗ шӑпӑрлансем те ырласа йышӑнчӗҫ ҫак пулӑма.
Мероприяти ачасем пӗр пӗринпе вӑйӑ мелӗпе паллашнинчен пуҫланчӗ. Вӗсене Оксана Хомуткина библиотекарь халӑх вӑййисем пирки ҫырнӑ кӗнекесем кӑтартрӗ. Унта ҫутатса панӑ вырӑс тата чӑваш вӑййисемпе паллаштарчӗ.
Малалла шкул ачисем хаваспах туслӑ ушкӑнсене пайланса чӑвашсен "Ҫӑткӑн пулӑ тинӗсре" ятлӑ вӑййине вылярӗҫ. Вырӑссен мӗн авалтан пыракан йӑлисене чӗртсе тӑратса михӗпе ҫапӑҫассине, вӗрен туртассине тата тутӑр куҫармалла вылянине аса илчӗҫ.
Ҫак кун клуб таврашӗнчен ачасен хаваслӑ сасси, йӑл-кулли темчченех каймарӗ. Шӑпӑрлансем тавралӑха каҫ сӗмӗ ӳкичченех асаттесен киленӗвӗсемпе вӑхӑта усӑллӑ ирттерчӗҫ.