Аслӑ Чемен ял библиотеки «Питрав уявӗ» фольклор сехечӗ йӗркелерӗ

"Халӑх йӑли-йӗрки пуянлӑхне упраса аталантарса пырсан ҫеҫ чӑваш ҫӗнӗрен чӗрӗлсе малалла кайма пултарать, тӗнчери ытти халӑх йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑна тухать, - тенӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г.Н. Волков.
Мӑн асатте - асаннесен йӑли-йӗркине ҫамрӑксене вӗрентсе хӑварас тата ҫуллахи каникул вӑхӑтне ачасем усӑллӑ ирттерчӗр тесе Аслӑ Чемен ял библиотеки «Питрав уявӗ» фольклор сехечӗ йӗркелерӗ. Паллӑ ӑсчах каланӑ сӑмахсене тӗпе хурса чи малтан авалтан уява еплерех ирттерни пирки хӗрарӑмсен совечӗн членӗ Эльвира Медведева каласа пачӗ. Вӑтамрах ҫултисемпе ҫамрӑксем, ача-пачасем вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарчӗҫ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Вӑйӑ такмакӗсем», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» ӗлӗкхи вӑйӑсене кӑтартрӗҫ. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Любовь Иванова авалхи «Чи вӗлтӗр-р-р!» вӑййа аса илсе ирттерчӗ. «Хӑшӗ маларах», Тупсӑмне пел» тата ытти конкурссенче ачасемпе аслисем тупӑшрӗҫ.
Аслисем ҫамрӑксене вӗрентсе, хӑйсемпе тан ҫак уява явӑҫтарни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Уяв чӑннипех пурне те килӗшрӗ.