Сителти культура ӗҫченӗсем "Ҫемьерен пуҫланать - кил ӑшши" юрӑ-ташӑллӑ каҫ ирттерчӗҫ

Сителти культура ӗҫченӗсем "Ҫемьерен пуҫланать - кил ӑшши" юрӑ-ташӑллӑ каҫ ирттерчӗҫ

Çемье — пĕршухăшлăх, хăват
Парса тăрать ĕмĕрлĕхе.
Вăл — чĕрери таса сăвап,
Упрать тек пирĕн пĕрлĕхе.
Çемье вăл- тăнăçлăх вучахĕ. Кашни çынна телей парнелесе пурнăçне илем кÿрекенни. Çемьере килĕшÿ хуçалансан пурин те вăй-хăват хутшăнать. Вăл - ҫынна шӑпа парнелекен чи хаклӑ пуянлӑх. Хӑйне ҫур сӑмахранах ӑнланакан, йывӑр самантра ал пама пултаракан ҫывӑх ҫын ҫумра пулни малалла утма хистет.
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче шăпах Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунне паллă тăватпăр. Вăл урăхла Петрпа Феврони çвяттуйсен кунĕ. Вĕсем çемьешĕн кĕл тăвакансем шутланаççĕ. Петр княç пулнă, Феврони вара– тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сыватакан çамрăк хĕр. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне питĕ юратнă, туслă пурăннă. Вилессе те пĕр кунта вилнĕ.
 Çак çветтуйсене халалланă Çемье, Юратупа Шанчăклăх кунĕ ячĕпе Сителти клубра «Çемьерен пуçланать – кил ăшши» юрăллă-ташăллă мероприяти иртрĕ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленĕ уяв тĕрлĕ енлĕн пуян пулчĕ. Унта хутшăнма хапăл тунисем çемье, юрату, тăван ен пирки хитре юрăсем шăрантарчĕç. Илемлĕ кĕвĕпе çамрăклăха аса илсе ташă картине тăчĕç. Унчченхи çемĕсене аса илнишĕн питĕ савăннине палăртрĕç.
Тĕрлĕ конкурссенче вара пурте хаваспах ăмăртрĕç. Вĕсем çемьепе çыхăннă вăйăсенче тĕрлĕ рольсене выляса кăтартрĕç. Ăмăртакансем чи çывăх çынсем валли апат та пĕçерчĕç, мăнукĕсене шкула хатĕрлерĕç, хăйсен мăшăрĕсене еплерех илемлĕ сăмахсемпе каласа юратнине те палăртса хăварчĕç.
Кăсăклă иртнĕ мероприятине пурте ырларĕç. Юлашкинчен çавра сĕтел хушшинче техĕмлĕ те сиплĕ курăк чейĕпе сăйланчĕç. Çемье‚ Юрату тата Шанчăклăх кунĕн девизĕ – «юратмалла тата упрамалла». Уява хутшăннă юлташăмăрсем çывăх çынсене юратма тата упрама сунса пĕр-пĕрне хавхалантарчĕç.



09 июля 2023
08:22
Поделиться