Сител ялӗнчи культура ӗҫченӗсем "Ҫамрӑклӑх пӗрре килет" уяв йӗрелерӗҫ

Çамрăклăх — малаш пурнăçăн шевлийĕ!
Çамрăклăх — çăлкуçăн тăрă шывĕ,
Ĕçнĕçем ĕçес килет чунтан.
Çамрăклăх — атте-анне пехилĕ,
Çамрăклăх пĕрре анчах, пĕрре...
Çĕршыв нумай пулмасть Çамрăксен кунне паллă турĕ. Пирĕн пурнăçăн малашлăхне йĕркелесе, аталантарса пыракансем шăпах вĕри чĕреллĕ юлташăмăрсем. Çамрăклăх вăл – этем кун-çулĕнчи сисĕнмесĕр иртекен нимрен хаклă та паха, савăнăçлă та таса туйăмсемпе палăрса асра юлан тапхăр.
Сителти культура ĕçченĕсем çамрăкĕсен кунĕ ячĕпе, вĕсен пурнăçĕнчи çак асамлă вăхăт ырă пулăмсемпе асра юлтăр тесе «Çамрăклăх пĕрре килет!» уяв йĕркелерĕç. Çак мероприятинче Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизор хатĕрленĕ тĕрлĕ темăллă лапамсем ĕçлерĕç. Мероприятинче Нина Соколова алӑ ӑсти ҫамрӑксене чӑваш хӗрӗн ҫи-пуҫне ӑсталама вӗрентрӗ, мастер-класс кӑтартса пачӗ.
Тепӗр лапамра хастарсем дизайнер ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашрӗҫ, футболкасене хитре тӗссемпе кӑмӑлӗсене кайнӑ пек сӑрласа илемлетрӗҫ. Кунтах Оксана Хомуткина библиотекарь "Кӗнекесен хумӗнчи ҫамрӑклӑх" курав хатӗрленӗ.Унта яшсемпе хӗрсемшӗн кӑсӑклӑ литература ҫимӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пирки вӑл тӗплӗн каласа кӑтартса ҫуллахи вӑхӑтра еплерех кӗнеке вулама май пуррине пӗлтерчӗ.
Ялти харсăр та маттурскерсем уявра тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Унсăр пуçне пирĕн асатте-асаннесен чăн чăваш вăййисемпе паллашрĕç, вĕсене аса илсе выляса киленчĕç. Кашни ăмăрту хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулчĕç. Чи хумхантараканни те чунĕсене çывăхраххи волейбол пулчĕ.Ялти ҫамрӑксенчен командӑсем пухса хатӗрлекен, яланах вӗрентсе пыракан Алексей Шайманов тӑрӑшнипе ӑмӑрту ҫирӗп иртрĕ. Волейболистсене пӑхса тӑма питӗ кӑсӑклӑ пулчĕ, вӗсене пурте хыттăн-хыттăн хавхалантарса тăчĕç.
Çамрăксен кунне халалланă спортпа туслăх, юрă-кĕвĕ уявĕ çÿллĕ шайра иртсе кайрĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарса сумлӑ парнесемпе чысларӗҫ.Юлашкинчен пурте пылак ҫимӗҫсемпе сӑйланчӗҫ.Ҫамрӑксем яшсемпе хĕрсем яланах çапла пĕр-пĕринпе пуçтарăнса савăнмаллине, вăхăта усăллă ирттермеллине, сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине ырласа йышăнчĕç.
Чăнах та чĕрене хăват кӳрен, чуна çулăм хыптарса туйăма вĕретекен яшлăхăн асамлăхĕ, малалла çул хывакан чарусăр маттурлăхĕ çутă пулăмсемпе пуян, сывă пултăр яланах, чунсенче упрантăрах!