Астӑвӑм ҫуртисем - чунри хурлӑх паллисем... /Сител ялӗ/

Астӑвӑм ҫуртисем - чунри хурлӑх паллисем... /Сител ялӗ/

Ах, ан манăр нихçан иртнине, пулнине
Сад пек çĕр çулăмра ялкăшса çуннине.
Ах, ан манччĕ, этем, мĕн чуль чун пĕтнине,
Тăлăх юлнă ача татăлса йĕнине.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи...Çак хăрушă страница пирĕн халăхăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл‚ чăн та‚ чи хăрушă вăрçă пулнă. Хаяр та тискер тапхăр кашни çемьене пырса кĕнĕ, чун-чĕрене çÿçентерсе чÿречерен шакканă‚ темиçе миллион çын пурнăçне татнă. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене эпир яланах асра тытăпăр. Манас марччĕ вĕсен паттăрлăхне.
Паян çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ Асăнупа хурлăх кунĕ. Раççейри кашни çын çак хаяр вăрçăра паттăрăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене аса илеççĕ. Вĕсене чысласа кашни палăк умĕнче митингсем ирттереççĕ.
Сителте те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа лартнă палăк умĕнче те паян йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем ялăмăртан мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме тухса кайнă 144 салтакран каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, вăрçă хирĕнчех тăнăçлăхшăн çапăçса пуçĕсене хунă 79 ентешĕмĕрсене пуç тайса чыс турĕç. Ҫавӑн пекех Афган, Чечня вӑрҫисенче, Украинӑри ятарлӑ операцинче паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ентешсене те хисеплесе кашнийĕшнех ятран палăртса çаксене тата ытти ял-хуларан хăрушă тăшмана пĕтерессишĕн пиртен уйрăлнисене çуртасем çутса аса илчĕç. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсене нихӑҫан та манмастпăр тесе тупа турĕç. Унтан ҫӗр ҫинче урӑх хаяр ҫапӑҫусем ан пулччӗр тесе, мирлӗ пурнӑҫ пире кирлине палӑртса тӳпене шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерчӗҫ. .
Çĕр-аннемĕр асаплăн чăтнă 1418 кунра фашистсене тĕп тăвас тесе паттăррăн çапăçнă салтаксен ячĕпе пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Шăплăх минучĕ» акцине те хутшăнчĕç сителсем. Вĕсем хăйсен юнĕпе çĕнтерĕве çывхартнă, анчах та ăна кĕтсе илеймен, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă паттăрсене аса илсе, палăк умĕнче пуçĕсене тайса тăчĕç.
Сӳнес çук тĕнче, хĕвел, сенкер тӳпе!
Пĕлĕте пăхса итле, ватти-вĕтти:
«Вăрçă кирлĕ мар!» — тесе, çут çиçĕмпе
Вăйлăн ал пусать, ав, аслати.



23 июня 2023
09:16
Поделиться