Алманчӑсем "Асӑну ҫурти" акцине хутшӑнчӗҫ

Июнӗн 22-мӗшӗ пирӗн халӑхшӑн ӗмӗрлӗхе Хурлӑх кунӗ ятпа асра юлчӗ. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи пуҫланнӑ кун лӑпкӑн ҫывӑракан Совет Союзӗн халӑхӗ, чикӗре тӑракан салтаксем пиншерӗн-пиншерӗн пуҫӗсене хунӑ. Ҫак тискер куна нихӑҫан та манас мар тесе, Алманчӑра "Асӑну ҫурти" акци иртрӗ. Унта Алманчӑ территори пай ертӳҫи Владимир Киргизов, Украинӑра иртекен ятарлӑ ҫар операцинче пуҫне хунӑ Николай Сымовӑн ашшӗ, мӑшӑрӗпе Аглая хӗрӗ, шкулпа культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем, ачасем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисене Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин паллӑ тапхӑрӗсем тата вӗсене хутшӑннӑ ентешсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Ачасем сӑвӑсем вуларӗҫ, Аглая скрипкӑпа каланӑ кӗвӗсене итлерӗҫ. Вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ 127 ентеше асӑнса ҫуртасем ҫутрӗҫ.