Аслăчеменсене Ҫимĕк уявĕ «Айдуш» уçланкине пуçтарчĕ

Аслăчеменсене Ҫимĕк  уявĕ  «Айдуш» уçланкине пуçтарчĕ

Аслăчеменсем  «Айдуш»  уçланкине пуçтарăнса  Ял уявне паллă турĕç.   Педагогпа наставник,  ача-пăча çулталăкне халалланă чылай юрă-ташă куракансене тыткăнларĕ.  Симĕк кун авалхи йăлана асра тытса пурте пĕрле вăйă картине те тăчĕç,  тăвансемпе  пуçтарăнса Йăх çурчĕсенче хăналанчĕç. 

Уявра  тĕрлĕ шайри ертуçĕсем,  Патăрьел муниципаллă округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Фролов, Тури Чакăра çуралса уснĕ Сири, Чечня вăрçисенче «За отвагу» медале тивĕçнĕ, Украинăра ятарлă çар операцине хутшăннă Владимир Латышев уяв ячĕпе саламларĕç.


Ачасемпе аслисем тĕрлĕ спорт вăййисене хутшăнчĕç.

Культура ĕçченĕсем  ял пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ стендсемпе хăнасем кăмăлтан паллашрĕç.

 



07 июня 2023
16:03
Поделиться