Сител хӗрӗсен вӑйӑ юрри янрарӗ таврара!
Сител ялĕнчи пултаруллă хĕрсем те ĕлĕххи йăлана упраса хăварас, вӗсене ҫамрӑксене вӗрентсе пырас шутпа клуб таврашĕнче вăйă карти йĕркелерĕç. Илемлĕ те хитре чăваш тумĕллĕ пикесем асатте-асаннесем шăрантарнă юрăсене ял çийĕн янраттарчĕç. Такмаксем каласа акăш евĕр ташласа чунĕсене кантарчĕç.