Ҫимӗкре Сител ялӗнче вылярӗҫ волейбол ентешсемпе!

Ҫимӗкре Сител ялӗнче вылярӗҫ волейбол ентешсемпе!
  Сител халăхĕн мĕн авалтан маттур та пултаруллă, ялшăн тăрăшакан хастарсене яланах асра тытса хисеплесси ырă йăла пур. Акă Çимĕк кунĕнче ял çыннисем клуб умĕнчи лапама йышлăн пухăнчĕç. Кунта Сителшĕн хăй вăхăтĕнче ырми-канми вăй хунă сумлă Юрий Павлович Прискина хисеплесе волейбол турнирĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх ку ăмăрту çулсерен енетешĕмĕрĕн çывăх çыннисем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем тăрăшнипе йĕркеленсе пырать.
      Сителсем нумай çул хушши депутат пулса тăрăшнă Юрий Павлович Прискина унăн ырă ĕçĕсемшĕн сума сăваççĕ. Вăл ялшăн пуçарса тутарнă ĕçĕсене каласа та пĕтерейместĕн. Вĕсен шучĕ те çук темелле. Кашнинех вăл яланах мĕнпе те пулсан пулăшма васканă. Пурин шăпи те ăна пăшăрхантарнă.
     Кăçалхи турнирта куракансем те, вылякансем те чылайăн пулчĕç. Спортсменсем 5 ушкăна пайланса тупăшрĕç. Кашни команда питĕ вăйлă выляма пултарнипе тĕлĕнтерчĕ. Çапла вара çирĕп тупăшура Сидели 1» пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине «Сидели 2» ушкăн хăпарма пултарчĕ. Виççĕмĕшсем – «Сидели 3» ушкăн. Палăртса хăвармалла турнирта шкул ачисем те пултаруллă вылярĕç. Çамрăк пулсан та аслă юлташĕсемпе пĕртан тупăшрĕç. Тăрăшулăхне кура вĕсене ятарлă призсемпе хавхалантарчĕç. Чи маттур та пултаруллă вылякан ята вара Александр Мирошников  тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсене сумлă парнесемпе хавхалантарчĕç.
       Ăмăртăва хутшăнакансене сумлă хăнасем саламларĕç. Первомайски ял территори уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Сорокинпа Патӑрьел муниципаллӑ округӗн депутачӗ Александр Иванов спортсменсене ăнăçу сунчĕҫ, ял халăхне маттур ентешсене манманнишĕн мухтарӗҫ. Кун пек ырă йăлана яланах тытса пымаллине каларĕҫ. Ял хастарĕ Юрий Степанов та пурне те уяв ячĕпе саламласа яланах паянхи пек пĕр чăмăрта пурăнмалла, çак туслăха пĕтермелле мар терĕ.
      Юлашкинчен турнира хутшăннисем ятарласа пĕçернĕ шÿрпепе сăйланчĕç, савăнăçлă кăмăлпа тепĕр çул та кунта хаваспах килессине пĕлтерчĕç.


04 июня 2023
11:24
Поделиться